Аннесен уявӗ

Аннесен уявӗ

Анне! Ҫак ят чи ҫывӑх та чи чаплӑ ҫӗр ҫинче. Кашни ҫыннӑн,чӗрӗ чунӑн амӑшӗ пур. Аннесӗр,эпир никам та мар. Ҫепӗҫ те ачаш туйӑмлӑ пирӗн аннесем.Чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарни кунӗнче аннесен уявне уявлаҫҫӗ. Ҫӗр шывӑн кашни кӗтессисенчех аннесен ячӗпе  концертсем, тӗл пулусем тата ытти мероприятисем ирттереҫҫӗ. Шуршӑл шкулӗнче вӗренекенӗсем те ҫак уява кашни ҫулах паллӑ тӑваҫҫӗ.Кӗҫӗн классенчи ачасем хӑйсен аллисеме пӗчӗк парнесем хатӗрлеҫҫӗ ,ӳкерчӗксем ӳкерчӗҫ ,вӑтам класрисем  илемлӗ сӑвӑсем,саламлӑ сӑмахсем ,сочиненисем ҫыраҫҫӗ. Аннесене эпир уяв ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр,вӗсене юрататпӑр,вӗсемпе мухтанатпӑр.

Фотогалерея