"Ҫутӑ ҫӑл"ушкӑнпа тӗлпулу

 Пӑян кӑрлач уйӑхӗн 28 мӗшӗнче пирӗн шкулта хӑнара Шуршӑлти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи"Ҫутӑ ҫӑл"ушкӑна ҫӳрекенӗсӗм пулчӗҫ."Ҫутӑ ҫӑл" пултаруллӑх ертӳҫи вара Алевтина Николаевна Петрова,маттур юрӑ ӑсти Ирина Ивановна Ильина тата Шуршӑлти вулавӑшра ӗҫлекен Ольга Николаевнӑпа Людмила Николаевна пулчӗҫ.
Алевтина Николаевна хӑй краевед пулнӑран 10 класра вӗренекенсене чӑвашлӑх ҫинчен тӗпӗ -йӗрӗпе каласа кӑтартрӗ.Ун хыҫҫӑн сӑмах Ирина Ивановнӑна пачӗҫ.Вӑл чӑваш тумӗ ҫинчен ,чӑваш тӗррисем ҫинчен ,чӑвашсен паллӑ уявӗсем ҫинчен ӑнлантарчӗ. Вӗренекенсем те калаҫӑвӑ хаваспах хутшӑнчӗҫ. Ун хыҫҫӑн килнӗ хӑнасем хӑйсем ӳкернӗ видеопа паллаштарчӗҫ.Вӗренекенсем ниҫта хускалмасӑр тӗлӗнсе пӑхса ларчӗҫ. Мӗн тери илемлӗ те чаплӑ йӑла -йӗресем ,вӑйӑсем пур иккен пирӗн Чӑвашсен.!Ҫапла пӗтӗмлетӳ турӗҫ пирӗн вӗренекенсем."Ҫутӑ ҫӑл" ушкӑнне ҫӳрекенӗсӗм пирӗн пӑта час-час килессе шантарса каларӗҫ. Апла пулсан пирӗн Чӑваш йӑли-йӗркисене юрри -ташшисене яланах асра тытасчӗ.