Чăваш чĕлхи эрнийĕ пуçланчĕ

2022-мĕш çулхи ака уйăхĕн 19-25-мĕш кунĕсенче  Шуршăлти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта тăван чĕлхепе культура эрнийĕ иртет. Кашни кунах тĕрлĕ ĕç-пуç ирттерме палăртнă. Акă эрне пуçламăшĕнчех 10-мĕш класра вĕренекенсем «П.Хусанкай – чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ» темăпа сочинени çырчĕç. Хăйсен ĕçĕсенче ачасем П. Хусанкай чăваш поэзийĕнче мĕнле ĕçсемпе полăрнине, вăл тунă çĕнĕлĕхсене, унăн ĕçĕ-хĕлĕ тĕнче литературипе тачă çыхăннине  палăртрĕç. Кузьмина Юлиана, Савельева Екатерина çырнă  ĕçсене чи лайăххисем тесе палăртмалла.

Ака уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче 5-мĕш класра «Тăван чĕлхе – çут çанталăк панă чĕлхе» темăпа калаçу иртрĕ. Ачасем ку калаçура нумай ыйту хуравне пĕлчĕç: мĕншĕн чĕлхе сыхланса юлсан халăх сыхланса юлать, мĕн вăл анне чĕлхи, çĕр çинче миçе халăх пурăнать, вĕсенчен хăшĕсем чи пысăккисем, хăшĕсем чи пĕчĕккисем, Чăваш Республикинче миçе наци тата этнос ушкăнĕ пурăнать тата ытти те. Ҫак калаçуран вĕренекенсем тăван чĕлхе наци культурин управçи, этемлĕхĕн нумай тĕрлĕ культура пуянлăхĕ пулнине ăнланчĕç.