Чăваш чĕлхи эрнийĕ пуçланчĕ

1921-мĕш çулхи ака уйăхĕн 19-25-мĕш кунĕсенче  Шуршăлти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта тăван чĕлхепе культура эрнийĕ иртет. Кашни кунах тĕрлĕ ĕç-пуç ирттерме палăртнă. Акă эрне пуçламăшĕнчех 8-мĕш класра вĕренекенсем «Эпир – Тăван çĕр-шыв пуласлăхĕ» темăпа сочинени çырчĕç. Хăйсен ĕçĕсенче ачасем тăван çĕре, патшалăха хисеплемелле, çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн кашни çын яваплă пулмалла тесе палăртрĕç. Волкова Татьяна, Евстафьева Екатерина, Ерофеева Анастасия, Журавлёва Виктория, Михайлова Карина, Ригова Евгения çырнă  ĕçсене чи лайăххисем тесе палăртмалла.
Ака уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче 5-мĕш класра «Тăван чĕлхе – çут çанталăк панă чĕлхе» темăпа калаçу иртрĕ. Ачасем ку калаçура нумай ыйту хуравне пĕлчĕç: мĕншĕн чĕлхе сыхланса юлсан халăх сыхланса юлать, мĕн вăл анне чĕлхи, çĕр çинче миçе халăх пурăнать, вĕсенчен хăшĕсем чи пысăккисем, хăшĕсем чи пĕчĕккисем, Чăваш Республикинче миçе наци тата этнос ушкăнĕ пурăнать тата ытти те. Ҫак калаçуран вĕренекенсем тăван чĕлхе наци культурин управçи, этемлĕхĕн нумай тĕрлĕ культура пуянлăхĕ пулнине ăнланчĕç.