Ульяна Альгеева Сěнтĕвăрри районěнче ирттернě "Чи, чи хĕр пĕрчи" конкурсра хутшӑнчě.

Пуш уйăхĕн 7- мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнче савăнăçлă «Чи, чи хĕр пĕрчи»  уяв-конкурсĕ пĕрремĕш  хут иртрĕ. Çак конкурса хапăл туса, йыхрава йышăнса Сĕнтĕрвăрри районĕнчи  тĕрлĕ вěрентӱ шкулěсенчен тата ял хутлăхĕсенчен чи чипер те сӑпай хĕр пĕрчисем Сĕнтĕрпуç культура Çуртне килсе çитрĕç.
«Чи, чи хĕр пĕрчи» конкурса Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.В.Иванов,  Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е.В. Матюшова   тӳресем хак пачĕç.
Чăваш хĕр перчийĕсем хăйсен пултарулăхне конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн тăватă тĕрлĕ тупăшура палăртрĕç.Тупăшу xĕpÿ иртрĕ. Xÿxĕм те илĕртÿллĕ чăваш хĕр пĕрчийсем малтан хăйсемпе паллаштарчĕç. Иккĕмĕш конкурсра сăвă каласа тупăшрĕç, хăйсене тивĕçлĕн кăтартрĕç чиперккесем.   Виççĕмĕш конкурсра хĕр пĕрчисем хăйсен пултарулăхне юрăра, ташăра, юмах каласа панинче кăтартрĕç.  Чăваш халăх  тумне халăх умĕнче илемлĕн кăтартма пултарчĕç.
Сумлă тӳресем " Чи, чи хĕр пĕрчи" конкурса хутшăнакан вунпиллĕк хĕр пĕрчин ăсталăхĕпе пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ хакларĕç. Çĕнтерÿçĕсене палăртнă чухне чăваш хĕр пĕрчийĕн чи паха енĕсене туллин кăтарма пĕлнине тата пултарнине шута илчĕç.
Хĕрÿллĕ тупăшура тÿресем баллсене шутласан "Чи, чи хĕр пĕрчи" ята Хуракасси ял хутлăхĕнчи Селиме Фадеева çĕнсе илчĕ. 
"Чи хавхаланулăллă хĕр пĕрчи" ята Шуршăлти вӑтам шкулти тата Шуршӑл  ял хутлăхĕнчи Ульяна Альгеева  тивĕçрĕ.
Улькана эпир саламлатпӑр, ҫěнě ӱсěмсем татах та нумай тума сунатпӑр!