Вĕсем Н.В.Овчинникова пĕлнĕ

Чăвашсен паллă художникĕ Н.В.Овчинников çуралнăранпа кăçалхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ. Çак ятпа республикăра тĕрлĕ мероприяти  иртет. Иртнĕ эрнере эпир класпа  Шуршăлти культура çурчĕ çумĕнчи вулавăшра  художник картинисенчен йĕркеленĕ иллюстраци куравра пулса курнăччĕ. Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче пирĕн шкула Николай Васильевич Овчинникова лайăх пĕлнĕ художниксем килсе çитрĕç. Паллах, эпĕ те  вĕсемпе тĕл пулма васкарǎм.Çакǎн сǎлтавĕ те çук мар: Н.В.Овчинников эп çуралнǎ тǎрǎхран-çке.Вǎл пĕлÿ илнĕ Урхас-Кушкǎ шкулĕнче эпĕ те тǎватǎ çул вĕреннĕ. Манǎн  хамǎрǎн ентеш çинчен татах та çĕннине пĕлес килчĕ.
Художниксенчен пĕри пирĕн паллă ентеш, Хурапха ялĕнче çуралнă Юрий Васильевич Викторов иккен. Юрий Васильевич малтан хăй çинчен каласа пачĕ. Ачалăхĕ унăн Йĕпреçре, Çармăс енче иртнĕ. Шупашкарти педагогика институтĕнчи художествǎпа графика факультетĕнче вĕреннĕ. Кайран çак ǎнтах  преподаватель, факультет деканĕ  пулса ĕçленĕ. Унпа пĕрлех çак институтра Н.В.Овчинников та тǎрǎшнǎ. Ю.В.Викторов ǎна ырǎ сǎмахсемпе аса илчĕ, вǎл çамрǎксемшĕн яланах тǎрǎшуллǎ вĕрентекен пулнине палǎртрĕ. Хǎнана килнĕ тепĕр художник – Николай Иванович Садюков. Вǎл Вǎрмар районĕнчи Кавал ялĕнче çуралнǎ. Шупашкарти художество училищинче вĕреннĕ. Н.В.Овчинниковпа вǎл хǎйĕн диплом ĕçне хÿтĕленĕ чух паллашнǎ. Николай Васильевич ǎна малашнехи пултарулǎх ĕçĕнче чылай сĕнÿ-канаш парса пулǎшнине асǎнчĕ Н.И.Садюков художник. Художниксем каласа панинчен Н.В.Овчинников çинчен эпир нумай çĕннине пĕлтĕмĕр.Чǎваш Республикинчи нихǎш районта та пирĕн районти чухлĕ художник çук иккен. Апла пулсан, пирĕн вĕсемпе мухтанмалла, вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Тен. пирĕн хушǎмǎртан та Н.В.Овчинников пек паллǎ художниксем тухĕç.

 

Пирĕн  пата Шуршăл  шкулне паян юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче  хăнасем  килчĕç. Вĕсем пире Николай  Васильевич Овчинников  кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ,пултарулăхĕ  çинчен  каласа кăтартрĕç. Н.В.Овчинников  Сĕнтĕрвăрри районĕнчи  Мĕшĕл  ялĕнче  çуралнă .Юрий  Васильевич  Викторов  вара  пире хăйĕн  кун-çулĕ  çинчен тата Н.В.Овчинников  çинчен  каласа  пачĕ. Николай Иванович  Садюков та нумай  çул  Н.В.Овчинниковпа  пĕрле  ĕçленĕ. Вăл та унăн  кун-çулĕ  çинчен  нумай  интереслĕ  япала каласа  кăтартрĕ. Кăçал Н.В.Овчинников çуралнăранпа юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче 100 çул  çитнĕ. Николай Васильевич Овчинников  нумай  картина çырнă. Унăн  ячĕсем  çаксем: «Салам çĕр!», «Тăван ен.  Шуршăлти  туй» тата ыттисем те.
Апла  пулсан  эпир  ăна  яланах  асра  тытатпăр. Эпир  унпа мухтанатпăр.