Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шуршăлти вăтам шкулта хăнара Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши пулчĕ . Вăл ачасемпе тĕл пулу ирттерчĕ.
Чи малтанах писатель хăй çинчен каласа пачĕ. Михаил Николаевич Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралнă. Пилĕк ачаран çемьере вăл кĕçĕнни пулнă. Хăй ас тунă тăрăх, пулас писатель çырас ĕçе 3-мĕш класра вĕреннĕ чух тытăннă. Пĕрремĕш сăввинче вăл 1943-мĕш çулта вăрçăра вилнĕ ашшĕ çинчен çырнă пулнă. 4-мĕш класра вара ача истори кĕнекине вуласа тĕлĕнет. Кĕнекере тĕрлĕ халăх çинчен çырса кăтартнă, чăвашсем çинчен вара пĕр сăмах та каламан. Пурне те пĕлме тăрăшаканскер истори учителĕнчен ыйтать, анчах вĕрентекен те ачана хурав параймасть. Мишша вара хăй умне çакăн пек тĕллев лартать: ÿссе çитсе лайăх вĕренсе тухсан чăваш халăх историне тĕпчĕп, çак халăх çинчен кĕнекере çырса кăларăп. Хăйĕн ачалăхри ĕмĕтне Юхма Мишши чăннипех пурнăçланă темелле. Чăваш халăхĕ çинчен 12-мĕш роман çырать халĕ писатель. «Пайтул» ятлă пулать ку кĕнеке. Хăйĕн чылай кĕнекипе паллаштарчĕ çыравçă. Çав шутра - пирĕн паллă ентеш А.Г.Николаев космонавт çинчен çырнисемпе те. Писателĕн пурĕ 300 ытла кĕнеке пичетленнĕ, вĕсене 100 ытла чĕлхене куçарнă.
Писатель шкула пушă алăпа килмен. Хальхи вăхăтра Михаил Николаевич чăваш çыравçисен пĕр ушкăнне ертсе пырать. Ушкăнăн хăйĕн «Аттил» издательство пур. Унăн ертÿçи Игорь Михайлович Нарышкин та Юхма Мишшипе пĕрле пирĕн шкула килме кăмăл тунă. Вăл пирĕн шкула çирĕм пинлĕх кĕнеке парнелесе хăварчĕ.
Нумай ыйту пачĕç ачасем çыравçа. Пурин çине те хуравларĕ Михаил Николаевич, тĕрлĕ сĕнÿ пачĕ вăл пурнăç çулĕ çине тин кăна ярса пуснă ачасене. Уйрăмах вĕренекенсен асĕнче писателĕн «тăван чĕлхене хисеплемен çынна никам та хисеплемест» сăмахĕсем асра юласса эпĕ шансах тăратăп.