«Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ йĕркеленипе 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă «Ман халăх – ман Тăван çĕр-шыв» регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Конкурса Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тăрăхĕсен шкулĕсенче 4-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă.
Шуршăлти вăтам шкултан 10 вĕренекен ку пултарулăх ăмăртăвне хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсенчен 3 ача малти вырăнсене тухма пултарчĕ. 2018-мĕш çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче конкурсра çĕнтернисене чысларĕç. 8-мĕш класра вĕренекен Петрова Екатерина «Чи лайăх сăвă» номинацире 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. «Алăпа тунă чи лайăх япала» номинацире 5-мĕш класра вĕренекенсем маттур пулчĕç. Михайлова Карина 1-мĕш вырăн, Волкова Татьяна вара 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене Дипломсемпе медальсем тата парнесем парса чысларĕç.
Конкурсра мала тухнисене саламлатпăр, малашне те хастар пулма сунатпăр.