Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ. Ăна чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнă кун паллă тăваççĕ. Кăçал вăл çуралнăранпа 170 çул çитрĕ. Пĕлтерĕшлĕ çак пулăмсене йĕркелесе ирттерес тĕллевпе Шуршăлти Культура çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ.
Уява Шуршăлти вăтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, библиотекарьсемпе культура ĕçченĕсем, ял çыннисем пухăнчĕç.
Уява хатĕрленсе ялти вулавăш ертÿçи Савинова О.Н. пысăк ĕç туса ирттернĕ. Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан «И.Я.Яковлев – Атăл тăрăхĕнчи халăхсене çутта кăларакан» курав йĕркеленĕ. Çавăн пекех курма пыракансем Культура çурчĕ çумĕнчи ал-ĕç ăстисен кружокне çÿрекен ачасем хăйсен аллипе ăсталанă япалисене хаклама пултарчĕç.
Шуршăлти вăтам шкул вĕренекенĕсем тăван чĕлхе, И.Я.Яковлев, Тăван çĕр-шыв, атте-анне, тăван тавралăх синчен çырнă сăвăсене вуларĕç. Уява савăнăçлă юрă-ташă та илем кÿчĕ. Ачасем И.Я.Яковлев тăван халăх валли çырса хăварнă Халалри сăмахсене аса илчĕç. Çамрăксен вĕсене асра тытмалла, Яковлев ĕçне малалла тăсмалла тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.